Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнӗн Турханти культура ҫуртӗнче «Чӑваш пики» конкурс иртнӗ. Унта Турханти, Упамсари, Тури Тӑрмӑшри чиперуксем хутшӑннӑ.
6 пике тӗрлӗ конкурс витӗр тухнӑ: хӑйсемпе паллаштарнӑ, чӑваш хӗрӗпе хӗрарӑмӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, пултарулӑх енӗпе савӑнтарнӑ. Вӗсем хальхи чӑваш пикин тумне те тӑхӑнса тухнӑ, чӑваш наци апачӗпе куракансене тӗлӗнтернӗ.
Чи маттурри Упамсари Диана Столярова пулнӑ. «Сӑвайлӑ пике» — Анастасия Маштакова, «Пултаруллӑ пике» — Ирина Базукина, «Ҫепӗҫ пике» — Виктория Афанасьева, «Хӳхӗм пике» — Диана Еремеева. «Вице Чӑваш пики» ята вара Упамсари Наташа Васильева тивӗҫнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырминче аш-какайран продукци тӑвакан цех уҫӑлнӑ. Кунашкалли районта — пӗрремӗш хут.
Унта талӑкне 3 тонна таран аш хатӗрлеме палӑртнӑ. Унран фарш, кӑлпасси, консерв, пельмень тӑваҫҫӗ. Пельмене алӑпах хатӗрлеҫҫӗ. Пӗр сменӑра 20-30 килограмм хатӗрлеҫҫӗ.
Тушенкӑна лаша, ӗне какайӗнчен химикат ямасӑр тӑваҫҫӗ. Унта йӑлтах экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫпе, Патӑрьел районӗнчипе, усӑ кураҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑнпа вӗсем ҫынсен юратӑвне ҫӗнсе илесшӗн.
Ку – вӑраха тӑсӑлакан проект. Цех шкулчченхи тата шкул ӳсӗмӗнчи ачасем валли апат хатӗрлес енӗпе те ӗҫлесе пӑхасшӑн.
Цеха виҫӗмҫулах хута яма тытӑннӑ. Фермер проекта пурнӑҫа кӗртес тесе 36 миллион тенкӗ кӗсйинчен кӑларса хунӑ. Ҫапла майпа ялти 13 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ.
Сӑмах май, кӑрлач уйӑхӗнче Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗнче те тепӗр комплекс уҫасшӑн.
Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре туса илекен сухан вӑрлӑхӗн 30 проценчӗ — асӑннӑ мунципалитет тӳпи. Ҫакӑн пирки вӑл юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районта пулнӑ чухне каланӑ. Ҫав кун вӑл тӑрӑхри Валерий Кузнецов пахчаҫимӗҫ упрамалли ҫӗнӗ объект уҫнӑ. Сӑмах май, кӑҫал кӑна патӑрьелсем ултӑ усравлӑх хута янӑ.
Валерий Кузнецов фермерӑн акса ҫитӗнтермелли ҫӗр лаптӑкӗ 150 гектар йышӑнать. Ҫав шутран 10 гектар ҫинче фермер сухан вӑрлӑхӗ ӳстернӗ. Вӑрлӑха Амур, Свердловск, Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр тата Челепи облаҫӗсене ӑсатать. «Пирӗн районта ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ мал ӗмӗтлӗ те талпӑнуллӑ фермер.
Паян Пӗтӗм чӑвашсен II «Асам» кинофестивалӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Эрне хушши пынӑ кино ӳнерӗн фестивалӗнче ҫӗнтернисене наци вулавӑшӗнчи акт залӗнче чысларӗҫ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗн чи сумлӑ парни — Гран-При — Владимир Карсаков режиссёрӑн «Сурӑм хӗрӗ» илемлӗ фильмне лекрӗ. Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ режиссёр хӑйӗн ӗҫӗ валли Юрий Скворцовӑн «Сурӑм хӗрӗ» повеҫне илнӗ. Фильмри тӗп сӑнар — Сухви — хӑйӗн тусне юратать. Анчах лешӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулана куҫса кайнӑ. Сухви вара савни хыҫҫӑн хулана каясшӑн мар, унӑн шухӑшӗпе кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ҫуралнӑ тӑрӑхпах ҫыхӑнтармалла. Сӑмах май, тӗп сӑнара калӑпланӑ Ирина Вирьялова та кинофестивалӗн парнине тивӗҫрӗ — ӑна «Хӗрарӑм рольне чи ӑста выляканӗ» номинацире чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех Надежда Кирилловӑна та парне лекрӗ. Ӑна вара «Сурӑм хӗрӗ» фильмра эпизодла хӗрарӑм рольне ӑста вылянӑшӑн чысларӗҫ.
«Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире Елена Рябцева режиссёр хатӗрленӗ «Принять удар» илемлӗ фильм ҫӗнтерчӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова сӗтев илнӗ тесе айӑплӗҫ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх 2015 ҫулхи ҫурла тата раштав уйӑхӗсенче вӑл Шупашкарта тата Мускавра коммерци организацийӗсен икӗ ертӳҫинчен тӑватӑ хутчен сӗтев илнӗ. Компьютер программипе тивӗҫтерекенскерсенчен тӳре-шара кӗсйине 244 пин тенкӗ кӗнӗ. Укҫана вӗсем хӑйсен продукцине вырнаҫтарма тӳре-шара пулӑштӑр тесе тыттарнӑ.
Пуҫиле ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пуҫарнӑ, кайран РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ малалла тӑснӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Паян Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче ял аталанӑвне халалланӑ экономика канашлӑвӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна улттӑмӗш хут йӗркеленӗ.
Канашлӑва Раҫҫейри тӑхӑр регионти влаҫ органӗсен ӗҫченӗсем, тӗн тата общество деятелӗсем, ӑсчахсемпе банкирсем килнӗ. Унта ял мӗнле пурӑннине, ӑна мӗнле пулӑшмаллине сӳтсе явнӑ. Палӑртмалла: канашлӑва пуҫармашкӑн вырӑнти ҫынсем шухӑшланӑ, республика влаҫӗ ӑна ырланӑ.
Патӑрьел районӗнче агрокластер тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Ку ыйтупа канашлура пӗлтӗр нумай калаҫнӑ. Халӗ инвесторпа тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.
Хальхинче доллар курсӗ пирки те калаҫнӑ. Вӑл хӑпарни ял ҫыннисене конкуренци енчен пулӑшу кӳрет. Вырӑнти продукци ютран кӳрсе килнӗ хаклӑ апат-ҫимӗҫе улӑштарма пултарать. Канашлӑва пухӑннисем Чӑваш Енре инвесторсем валли лайӑх условисем пуррине палӑртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланчӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енрен Раҫҫейӗн хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене 1552 ҫамрӑк кайӗ. Ку, ҫуркуннехи призывпа танлаштарсан, кӑштах нумайрах. Ун чухне 1460 каччӑ салтак аттине тӑхӑннӑ.
Яланхи пекех пирӗн республикӑри чи маттур 10 яш Президент полкне лекӗ. Пӗлтӗр унта кайнӑ 10 салтака савӑнӑҫлӑн кӗтсе илӗҫ.
Шел те, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫалхи призывниксен сывлӑхӗн кӑтартӑвӗ япӑхланнӑ. Пӗлтӗр призывниксен 72,6 проценчӗ ҫара юрӑхлӑ пулнӑ тӑк кӑҫал – 69,5 процент ҫеҫ. Ҫамрӑксем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн, нерв, шӑмӑпа мышца чирӗсемпе нушаланаҫҫӗ.
Кашни призыврах ҫартан тарса ҫӳрекен яшсем пур. Юлашки ҫулсенче ку енӗпе лару-тӑру лайӑх енне улшӑнни савӑнтарать. Кӑҫалхи ҫуркуннехи призывра 13 каччӑ салтака каяс мар тесе тарса ҫӳренӗ. Вӗсем пур-пӗрех йӗрке хуралҫисен аллине лекнӗ.
Аса илтерер: РФ Конституцийӗн 59-мӗш стайтипе килӗшӳллӗн, Раҫҫей гражданинӗн ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫламалла. Тарса ҫӳрекенсен пуҫиле майпа явап тытма тивет. Вӗсене 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме, 2 ҫул таран ӗҫлеттерме е ирӗкрен 2 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре 50 ытла ҫын норовируспа чирленӗ. Ку – кӑҫалхи 9 уйӑхри кӑтарту. Тухтӑрсем сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ.
Ку вирус Чӑваш Енре 2011 ҫултах палӑрнӑ. Кӑҫал Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫын уна чирленӗ. Патӑрьел районӗнче – 6 тӗслӗх. Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: норовирус ерет. Вӑл – пыршӑлӑх инфекцийӗ. Пӗрремӗш хутчен ӑна АПШри Норволк хулинче 1972 ҫулта тупса палӑртнӑ.
Юлашки ҫулсенче Раҫҫейре ку вируспа ҫынсем ытларах аптӑраҫҫӗ. Вӑл ҫуман пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, чашӑк-тирӗк урлӑ ерет. Пӗр-пӗрне алӑ тытсан та вӑл организма лекет. Кун пек чухне кӑмӑл пӑтранать, хӑстарать, вар витти пуҫланать, ӳт температури ӳсет.
Пукрава юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уявланине пирӗнтен пурте пӗлет ӗнтӗ. «Кӗрхи пысӑк уявсенчен пӗрин историйӗ 910 ҫулпа ҫыхӑннӑ. Иерусалимри чиркӳре кӗлӗ пынӑ чухне Андрей ятлӑ ҫул ҫӳревҫӗ, килсӗр чухӑнскер тата ун вӗренекенӗ Епифаний тӳпере Турӑ Амӑшне курнӑ. Вӑл Турра чунтан ӗненсе кӗл тӑвакансене шурӑ пысӑк чатӑрпа витнӗ, хӳтте илнӗ. Ҫавӑнтанпа ӗненекенсем Турӑ Амӑшне хӳтлӗхе илме йӑлӑнса кӗлӗ тума тытӑннӑ», — ҫапла ӑнлантарса панӑ Патӑрьел районӗнчи Ыхра Ҫырми ялӗнчи шкул ачисене.
Уява чӑваш хисепленӗ, тулли кӗрекере паллӑ тунӑ. Кукӑль пӗҫернӗ чухне: «Пукрав ӑшши хупатӑп» , — каласа кӑтартнӑ 5-мӗш класс ачисене урокра. С.П. Кулакова вӗрентекен уяв ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ, пукрав юррине итлеттернӗ.
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата унӑн 38 ҫулти пӗлӗшӗ суд сакки ҫине ларӗҫ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен арҫын ӗҫ вӑхӑчӗн учет табельне суйса ҫырса пынӑ. Вӑл пӗлӗшӗ культура ҫуртӗнче тирпейлӳҫӗре ӗҫлет тесе палӑртнӑ. Ҫавна май лешӗ ӗҫ укҫи илнӗ. Ҫапла майпа муниципалитет хыснине 15 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.
Кунсӑр пуҫне пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсене следствие ун майлӑ калама ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлесен пуҫлӑх вӗсенчен пӗрне питӗнчен ҫутӑлтарнӑ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |